Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикассинче пушар пулнӑ, ҫурт ҫунса кайнӑ.
Пушарнӑйсем килнӗ ҫӗре кирпӗч ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ. Шел те, пӳрте сыхласа хӑварайман, ҫулӑм йӑлтах тӗп тунӑ. Пушарнӑйсем сарай таврашне ҫеҫ ҫулӑм куҫасран сыхласа хӑварнӑ.
Ишӗлчӗксене пӑхса тухнӑ чухне арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 1971 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Пушар 500 пин тенкӗ ытлалӑх тӑкак кӳнӗ.
Халӗ специалистсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухма пултарнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемьене социаллӑ тӳлев илме май паракан свидетельство тыттарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн куҫарнӑ укҫапа ҫемьесем пурӑнмалли кӗтес туянма е хӑйсем ҫурт лартма пултараҫҫӗ.
Халӗ свидетельствӑна тивӗҫнисен ятарлӑ банк счечӗ уҫмалла, унта кайран социаллӑ тӳлев укҫи куҫӗ. Анчах кил-ҫурт туяннине ӗнентерекен документа банка тӑратсан ҫеҫ ҫемье унпа усӑ курма пултарать.
Свидетельствӑпа 7 уйӑх иртиччен усӑ курмалла. Ку тапхӑрта мӑшӑрӑн хваттер тупма, суту-илӳ килӗшӗвне тума, хваттере куҫман пурлӑхӑн пӗрлехи патшалӑх реестрӗнче регистрацилеме ӗлкӗрмелле.
Ӗнер республикӑра 5 пушар пулнӑ. Пӗринче ҫын суранланнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Шупашкар районӗнчи «Хастар» юлташлӑхра хуралтӑ таврашӗсене ҫулӑм тӗп тунӑ. Юнашарах ларакан икӗ хутлӑ ҫурта ҫулӑмран сыхласа хӑварма май килнӗ.
Шупашкарти Ашмарин урамӗнче кафере пушар алхаснӑ. Ун чухне, ирхи 3 сехет ҫурӑра, унта ҫынсем пулман. Хуралҫӑ шар курман.
Кӑнтӑрла Хевеш урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Хуҫи пирусне сӳнтерме маннӑ-мӗн. 34 ҫулти арҫын ҫывӑрнӑ, сӳнтермен пирусран матрас ҫунма тытӑннӑ. Хӑй шар курман.
Шупашкар районӗнчи «Тихий берег» кану базинче ҫулӑм алхаснӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче вара ҫурт ҫуннӑ. 41 ҫулти хуҫи чутах ҫунса вилмен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӳрте чӗртсе яма пултарнӑ.
Хӗрлӗ Чтуай районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫынна кӗҫех суд тӑвӗҫ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ачана хур кӑтартнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи раштав варринчен пуҫласа пӗлтӗрхи юпан 26-мӗшӗччен вӑл пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӑн ачине хӗненӗ. Ача вӑл хур кӑтартма пуҫланӑ самантра 11 ҫулта пулнӑ.
Мӗн хистенӗ-ха ӑна ун ҫине алӑ ҫӗклеме? Ача уншӑн «йывӑр тиев» пулнӑ-мӗн. Ӑна пӑхма укҫа кирлӗ-ҫке.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Хӗрлӗ Чутай районӗн 1-мӗш суд участокӗн миравай судйине пӑхса тухма ярса панӑ. Вӑл куншӑн тӗрмене 7 ҫуллӑха ларма пултарӗ.
Кӑшӑлвируспа хӑш районта ытларах чирлеҫҫӗ? Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ «вирус карттине» тишкерер.
Хӗрлӗ Чутай тата Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле хули – ҫак муниципалитетсенче чирлес хӑрушлӑх пысӑк. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче – 287, Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 345, Ҫӗмӗрлере 681 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ.
Паллах, ытларах ку енӗпе Шупашкар «палӑрнӑ». Унта 10904 ҫын чирленӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкар (1632 ҫын). Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗ (1100), Ҫӗмӗрле (681), Улатӑр (672) пыраҫҫӗ.
Чи сахал ҫын чирленисен йышне ҫаксем кӗнӗ: Йӗпреҫ районӗ (185), Красноармейски районӗ (178), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (173), Ҫӗмӗрле районӗ (137).
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫыннӑн сывлӑхне асӑрханмасӑр сиен кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ, лешӗ ҫавна май вилнӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ку нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Арҫын 38 ҫулти хӗрарӑмпа Хӗрлӗ Чутайра пурӑнакан пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӗсем пӗрле эрех ӗҫнӗ. Унтан хайхискерсем хирӗҫме пуҫланӑ.
Арҫын хӗрарӑма пуҫӗнчен, кӗлеткинчен нумай хутчен ҫапнӑ. Лешӗн аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ, пуҫӗ суранланнӑ. Хӗрарӑм кӑштахран вилнӗ.
Арҫынна тытса чарнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енре сыснасен Африка мурне тупса палӑртни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Ҫавна пула килти сыснасене те тӗрӗслӗҫ, ҫак выльӑха ӗрчетекен хуҫалӑхсенче те плана кӗртмен тӗрӗслевсем пулӗҫ. Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтерет.
Ку уйӑхра сысна тытакан юрдици сӑпачӗсене тата усламҫӑсене тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртман. Килте усракан сыснасенчен 15 проба илнӗ. Африка мурӗн вирусне тупса палӑртман.
Аса илтерер: раштав уйӑхӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче Африка мурӗпе чирленӗ икӗ хир сыснине тупнӑччӗ, ҫавна май унта карантин пулнине палӑртнӑ. Ку чарӑва халӗ пӑрахӑҫланӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Анатолий Данилов художникӑн «Зов земли родной» (чӑв. Тӑван ҫӗр йыхравӗ) куравӗ уҫӑлӗ.
Анатолий Васильевич — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, педагогика наукисен кандидачӗ, ЧППУн профессорӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни.
Ҫак тарана ҫитсе Анатолий Данилов пилӗк теҫеткене яхӑн курав йӗркеленӗ. Вӗсене хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенче те уҫнӑ. Паянхи курав шучӗпе шӑп та лӑп аллӑмӗш пулӗ. Унта художник тӑван тӑрӑхне, Хӗрлӗ Чутай районне, сӑнланӑ ӳкерчӗксем пулӗҫ. Вӗсене пейзаж тата натюрморт жанрӗпе ӳкернӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Этмен ялӗнче пурӑнакансем шыв ҫуккипе нушаланаҫҫӗ. Вӗсен шыв патне кӳршӗ ялсене ҫӳреме тивет. Хӑш чухне пӗвере вак касаҫҫӗ.
Ял ҫыннисем мӗнле нушаланнине видео ӳкерсе тӗнче тетелне лартнӑ. Ҫакна прокуратура асӑрханӑ. Хальлӗхе яла машинӑпа шыв кӳрсе килеҫҫӗ, ҫынсем кӗленчесене, бидона тултараҫҫӗ.
Ялта башня ҫук. Кун пек чухне саккунпа килӗшӳллӗн вырӑнти влаҫӑн пусӑсем тумалла е шыв кӳрсе килсе памалла. Хӑшӗ-пӗри килте пусӑ чавнӑ-ха, анчах унта та шыв сахал. Ялта пурин те килте ҫӑл ҫук. Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ку ыйтӑва татса пама тивӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Карӑклӑ тата Юмансар ялӗсен хушшинче кашкӑрсен кӗтӗвне асӑрханӑ. Ҫакна шкул автобусӗнче пыракан ҫынсем курнӑ.
Пӗтӗмпе 17 кашкӑр пулнӑ. ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку вырӑнтан ачасем шкула ҫӳреҫҫӗ, ҫынсем утаҫҫӗ. Ҫав кунах вырӑнти администрацие кун пирки пӗлтернӗ. Тӳре-шара мерӗсем йышӑннӑ. Сунарҫӑсем 7 кашкӑра персе вӗлернӗ, тепӗр 10-шӗ тарнӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Хӗрлӗ Чутай районӗнче Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснисене тупнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |